Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Гурьева Маргарита Валентиновна


Гурьева Маргарита Валентиновна — чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи. 1962 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Анатри Кипекҫире вӑтам шкултан, Чӑваш Республикин культурӑпа ҫутӗҫ училищинчен вӗренсе тухнӑ.

Шупашкарта Пуканесен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярахпа Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне туптанӑ.

2009 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет.

Пултаруӑхӗ

М.Гурьева 1997 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юмахсем, пьесӑсем ҫырса темиҫе кӗнеке кӑларнӑ.

Сӑввисемпе чылай юрӑ кӗвӗленӗ.

Паллӑрах кӗнекисем

Каҫӑсем



 
Категорисем: Гурьева Маргарита Валентиновна

Тулли верси :: Статья каҫми
https://immediate-vortex.com/index.html